Пӗчченли — Ушкӑнли

 

9211Пӗччен ҫын вӑрманти упапа пӗрех.Пӗчченли — Ушкӑнли
4975Пӗччен ҫынна йытти те хӳрипе ҫапнӑ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9212Пӗччен ҫынна кушак та иртсе ҫӳренӗ чухне хӳрипе ҫапса хӑварать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9213Пӗччен ҫынна шӑши те хӳрипе ҫапса кӳрентерет.Пӗчченли — Ушкӑнли
9214Пӗччен ҫыннӑн алӑ ҫитмест.Пӗчченли — Ушкӑнли
9215Пӗччен хӑмӑл кӗлте пулас ҫук.Пӗчченли — Ушкӑнли
9216Пӗччен хырӑм пӗрчӗпе те тӑранать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9218Саккӑрӑн авӑн ҫапма, ҫиччӗн ҫиме, иккӗн кӗрешме, пӗччен шухӑшлама аван.Пӗчченли — Ушкӑнли
9219Ҫӗр ҫӗклес пек хӑват халӑхра.Пӗчченли — Ушкӑнли
9220Ҫӗр ҫын вӗрсен капан тӳнет.Пӗчченли — Ушкӑнли
9221Ҫӗр ҫын мухтасан ҫӗр тенке ҫитет.Пӗчченли — Ушкӑнли
9222Ҫиччӗн пӗр ҫынна кӗтмеҫҫӗ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9223Ҫынпа пӗрле инҫе ҫул та ҫывӑх.Пӗчченли — Ушкӑнли
9224Ҫынпа пӗрле ҫиле май.Пӗчченли — Ушкӑнли
9225Ҫынпа пӗрле ҫын пек пулас пулать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9226Ҫынпа пӗрле тамӑкра та хӑруш мар.Пӗчченли — Ушкӑнли
9227Ҫынпа ҫын пурӑнать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9228Ҫынсӑр ҫын мар, йытӑ та пурӑнаймасть.Пӗчченли — Ушкӑнли
9229Тӑвӑр пулсан та пӗрлех лайӑх.Пӗчченли — Ушкӑнли
9230Тӑр пӗччен пурӑнакан тӑрна пулнӑ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9231Ултӑ алӑ ултта тӑрать, икӗ алӑ икке тӑмасть.Пӗчченли — Ушкӑнли
9232Упа пӗччен пурӑнать, этем йышпа пурӑнать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9233Халӑх вылянсан тӗнче пӑсӑлать теҫҫӗ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9234Халӑх выртсан вырт пах-пах, халӑх тӑрсан тӑр пах-пах.Пӗчченли — Ушкӑнли
9235Халӑх ӗҫне пӗр ҫын тӑваймасть.Пӗчченли — Ушкӑнли
9236Халӑх ӗҫне усал ҫын малтан тухсан телей пулмасть.Пӗчченли — Ушкӑнли
9237Халӑх ирекӗ — Турӑ ирӗкӗ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9238Халӑх кӑмӑлне юрама тӑрӑш теҫҫӗ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9240Халӑх сурать — кӳл тӑвать, пӗччен сурать — типсех пырать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9239Халӑх сурать — кӳл тӑвать; пӗччен сурас — мӗн тӑвас? теҫҫӗ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9241Халӑх сурсан кӳлӗ тӑвать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9242Халӑх ҫинче хал ӳсет.Пӗчченли — Ушкӑнли
9243Халӑх тилхепине алӑра хытӑ тытас пулать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9244Халӑх тытӑнсан тем те туса хурӗ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9245Халӑх хушшинче ӗҫлекен ырӑ илтмест.Пӗчченли — Ушкӑнли
9246Халӑх хушшинче упа та ташлама вӗренет.Пӗчченли — Ушкӑнли
9247Халӑх шавкӑнӗ час чарӑнмасть.Пӗчченли — Ушкӑнли
9248Халӑх шӑв-шавӗ пӗр тӗслӗ, шӑв-шав сӑмахӗ ҫӗр тӗслӗ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9249Халӑха юрани Турра та юрӗ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9250Халӑхпа вӗрсен хапха уҫма пулать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9251Халӑхпа пӗрле пурте ырӑ.Пӗчченли — Ушкӑнли
9252Халӑхпа пур ӗҫ те пулать, пӗччен ним те пулмасть.Пӗчченли — Ушкӑнли
9253Халӑхпа тӳсен, пӗччен перӗнсе ӳкен.Пӗчченли — Ушкӑнли
9254Халӑхран ан уйрӑл, халӑха ер.Пӗчченли — Ушкӑнли
9255Халӑхран йӗп те пытараймӑн.Пӗчченли — Ушкӑнли
9256Халӑхран уйрӑм ан пул.Пӗчченли — Ушкӑнли
9257Халӑхсӑр пасар ҫук.Пӗчченли — Ушкӑнли
9258Хӑрах ҫын утти вӑрах.Пӗчченли — Ушкӑнли
9259Хура халӑх пӗр пулсан хура ҫӗр ҫинче кимӗ шӑвать.Пӗчченли — Ушкӑнли
9260Хура халӑх та патша ӗҫкӗ-ҫикинчен ырӑ курнӑ.Пӗчченли — Ушкӑнли